Чӑваш чӗлхи
Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух. Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ. Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ. «Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Республикӑри чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Кун пирки Регнум информаци агентстви хыпарлать, ЧР Вӗренӳ министерствин даннӑйӗсене илсе кӑтартать. Ашшӗ-амӑшӗн 83 проценчӗ ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентессине суйланӑ. Кӗҫӗн тата вӑтам классенче чӑваш чӗлхине аслисен 84,3 проценчӗ суйланӑ, аслӑ классенче – 83 процент. Вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе пек ачасен 14,1 тата 10,3 проценчӗ вӗренӗҫ. Кунсӑр пуҫне тутар тата мӑкшӑ чӗлхисене ӑса хывакансем пур. Аса илтерер: шкулсенче унчченхи пекех «Патшалӑх чӑваш чӗлхи» предмета тата чӑваш литературине вӗренӗҫ. «Тӑван чӗлхе» хушма предмет. Хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ кӑҫал кӗркунне суйланӑ. Чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине су йланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Мускавра пурӑнакан чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — паян Раҫҫей тӗп хулинче вырнаҫнӑ Патшалӑх думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнӑ. «Моему чувашскому-булгарскому языку более 2000 лет. Сейчас он испытывает небывалые трудности. Требую равных условий для развития языков в республиках РФ. Для обучения родному языку требуется согласие родителей, а для иностранного — нет. Почему?» (чӑв. Манӑн чӑваш-пӑлхар чӗлхи 2000 ҫултан аслӑрах. Хальхи вӑхӑтра вӑл пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗрешкел условисем туса пама ыйтатӑп. Тӑван чӗлхене вӗренме ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтаҫҫӗ, ют чӗлхешӗн вара — ҫук. Мӗншӗн?) — ҫапларах ҫырнӑ Владимир Болгарский хӑйӗн плакачӗ ҫине. Тепӗр плакатне Валерий Сунгуров тытнӑ. Унта «Требую ратификации европейской хартии о языках» (чӑв. Европӑн чӗлхесем ҫинчен калакан хартине ратицикацилеме ыйтатӑп) тесе ҫырнӑ пулнӑ. Чӑваш хастарӗсем — пӗри Трак ен, тепри Чӗмпӗр ен чӑвашӗ — Патшалӑх Думи умне 9 сехетре тухнӑ. 11 сехетре пӗчченле пикета вӗҫленӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ. Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ. Камӑн хӑйӗн ачине япӑхрах пурнӑҫ сунас тейӗ? Никам та пуль. Сӑмаххисем хитре, анчах вӗсем хыҫӗнче мӗн пытанать? Пур халӑха та вырӑслантарас тӗллев кӑна. Улатимӗр «патша» шухӑшӗпе ачасем пурте вырӑсла пӗлсен кӑна вӗсен пӗрешкел условисем пулӗҫ. Кунта йӗкӗлтесе илме те пулать: чӑн та икчӗлхеллӗхре ӳсекен ачасем ӑслӑрах пулнине нумай тӗпчев ҫирӗплетсе панӑ. Паллах, вырӑссен пӗр чӗлхе ҫеҫ пулнипе вӗсем ку тӗлӗшрен аталану енӗпе кая юлаҫҫӗ, ҫавна пула пирӗн «патша» пӑшӑрханать те пуль, ҫавна пулах пӗр тан условисем хатӗрлесшӗн те. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.
Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ, Ҫӗр ҫул юратасчӗ, Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр, Ӗҫре тар тӑкасчӗ! Пин хут ҫураласчӗ, Пин хут ман вилесчӗ… Ҫапах та нихҫан та В и л е пулас марччӗ! Ҫунасчӗ вутра та, Путасчӗ шывра та. Кӗрлетӗрччӗ ҫеҫ манӑн пурнӑҫ манра. Ҫӳле хӑпарсан та, Ӳксе салансан та… Туясчӗ хама яланах Пурнӑҫра!
Манифест пек, ӗненӳ символӗ пек вуланакан сӑвва Валерий Владимирович 35 ҫул каялла мар – паян ҫырнӑ тейӗн. Какӑр (горн) сассине илтсен вӑрҫа хӑнӑхтарнӑ ут, ватӑ пулсан та, чӗрнисемпе ҫӗре чӑтӑмсӑррӑн чавать. |
Чӑваш чӗлхи
Микулай Павловский Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Белгородра пурӑнакан ҫемьери ачасем чӑвашла вӗренесшӗн. Хӗрарӑм ҫапларах шӑрҫаланӑ иккен: «Ачасем 4 тата 7 ҫулсенче, вӗсен ашшӗ — чӑваш, анчах вӑл чӗлхене ӑнланать ҫеҫ, калаҫмасть. Ачасене хамах вӗрентме пултаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ — филолог. Темиҫе ют чӗлхе пӗлетӗп, кӑштах — чӑвашла. Ют чӗлхене вӗрентмелли методикӑна пӗлетӗп. Манӑн ачасем нумай чӗлхепе калаҫаҫҫӗ (акӑлчан, нимӗҫ чӗлхи, испан чӗлхи вӗренеҫҫӗ). Ҫулла чӑваш ялӗнче чӑвашла калаҫнине илтнӗ те ҫитес ҫу валли чӑвашла калаҫма вӗренесшӗн», — тенӗ май ачасен амӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗренмелли пособи туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей сенатӗнче вице-спикерта тӑрӑшакан Николай Федоров Шупашкарта, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлехлӗ Раҫҫей) партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗнче, халӑха йышӑннӑ. Н. Федоров патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа пынӑ: хваттер пайҫӑ пулса туянма ӗмӗтленсе ҫӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем, ялта шкул тутарас кӑмӑллисем... Виталий Станьял ӑсчах шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатнӑ. Ӗнерхи президентпа Виталий Станьял чӑвашла калаҫнӑ. «Виталий Станьяла питӗ ӑслӑ та тарӑн шухӑшлама пӗлекен ҫынсен йышне кӗртетӗп, – тенӗ Николай Федоров Александр Белов журналиста. – Вӑл радикал мар, лӑпкӑн тата виҫсе хакласа хӑй шухӑшне хӳтӗлет. Халӗ Виталий Петрович чӗлхе вӗрентессишӗн пӑшӑрханать. Президент каланине кӑмӑл-туйӑма ирӗке ямасӑр йышӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Президент республика влаҫӗсен тӑван тата патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк мар памалла, анчах хистемелле мар тенӗччӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)
Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата ыттисен те пархатарлӑ теорипе практика ӗҫӗсене малалла тӑсаканӗ, «пыл хурчӗ пек пурӑнмалла: техӗмлӗ сӗткене пуҫтарса пыл тумалла» тесе куллен хӑйне вӗрентнӗ ашшӗн ҫав тери ытарлӑ каланӑ сӑмахӗсене халӗ те ырӑпа аса илтерекен шур сухалҫӑ, ҫак ылмашуллӑ тӗнчен асапӗпе телейне тӑван ҫӗрпе ялан ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ сӑпайлӑ шухӑшлавҫӑ, тӗлӗнмелле вӑлта хуҫи-пулӑҫӑ - ҫак пӗртте ӳстермесӗр пӗр тӗвве-ҫӗвве пӗрлештернӗ йӗркесене ҫине тӑрса вуласан - тӑван республикӑмӑрти тата халӑхӑмӑрти Пӗр Паллӑ Ҫын пирки кӑна калама пултаратпӑр. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Аксӑва кӗнӗ ҫӗрте. 2014-мӗш ҫул. Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, йӑхташсем, Тутарстанра "чӗлхе ыйтӑвне" юлашки вӑхӑтра еплерех "татса панине" пӗлетӗр ӗнтӗ. Мӗнпур чӗлхесене, "вырӑс чӗлхи" тата "ют ҫӗршыв чӗлхи" текеннисене шутламасан, ачасен шкулта ашшӗ-амӑшӗ е вӗсене улӑштаракан ытти ҫынсем ирӗк панипе ҫеҫ вӗренмелле имӗш. Ҫакӑ Тутарстанра патшалӑх чӗлхи шутланакан тутар чӗлхине те пырса тивет. Ҫавна май чӑвашсен мӗн тума пулать-ха? Ман шутпа, такамсем хыҫҫӑн кайса, ниепле те тутар чӗлхине тӗппипех айккинелле сирес ҫул ҫине тӑрас пулмасть. Тутар чӗлхине вӗреннипе нимле сиен те пулас ҫук. Сехетсен шучӗ пирки ыйту лартма пултаратӑр, анчах та тутар чӗлхине кӑштах та пулин вӗренесех пулать пуль. Ҫапла туни пирӗн тӑван чӑваш чӗлхишӗн те усӑллӑ. Апла-и, капла-и, кӑштах тутар чӗлхине вӗреннипех чӑваш тутарланса каяс ҫук. Унашкал хӑрушлӑх пачах та ҫук. Ытти ҫӗрти пекех, Тутарстанра та чӑвашсем чӑннипе тутарланса мар, вырӑсланса пыраҫҫӗ. Пӗр япаларан ҫеҫ хытӑ сыхланас пулать. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Тутарстанра паян кӳршӗри Патшалӑх Канашӗ чӗлхе вӗрентесси тавра калаҫу ирттернӗ, пӗр саслӑн постановлени йышӑннӑ. Ӑна ӗненес пулсан патшалӑх чӗлхине вӗренме май пур, анчах хӑйсен ирӗкӗпе кӑна. Сӑмах, паллах, республикӑсенчи патшалӑх чӗлхисем пирки пырать. Вырӑс чӗлхи вӑл Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх чӗлхи шутланать, ҫавна май ӑна имӗш пурин те вӗренмелле. Тепӗр май каласан тем тесен те пирӗн чӗлхесем ҫак патшалӑхра пӗр тан пулма пултарайманнине тепӗр хут ҫирӗплетсе кӑтартрӗҫ. Сӑмахӗ, паллах, вӗренӳ пирки мар. Сӑмахӗ хисеплесси ҫинчен. Путин киличчен вӑл хисеп кӑшт та пулин пурччӗ пулсан, вӑл ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм ирӗклӗхсем майӗпен ҫухалса пыма пуҫларӗҫ. Президент пулма май ҫук, Конституцири «патшалӑх» сӑмах та тухса ӳкрӗ. Халь ак, вӗренӳ системинчен пирӗн чӗлхене урапа тапса кӑлараҫҫӗ. Путин тата Мускав политики пире уҫҫӑн кӑтартать — вырӑс халӑхӗ улпут шайӗнче, чӑвашсем — тарҫӑ-чура. Пусмӑрлаҫҫӗ пулин те пирӗн хамӑр сасса калама та май ҫук. Тутарстанра иртнӗ сессирех Тутарстан прокурорӗ чӗлхе таврашӗпе экстремистла чӗнсе калама юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |